Паян - Чӑваш тӗррин кунӗ

Паян - Чӑваш тӗррин кунӗ

       Чӳк ухăхĕн 26-мӗшӗнче пирĕн республикăра Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ку çӗнӗ уяв иккӗмӗш хут кăна иртет пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.

        Паян çак куна халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем чăваш тĕрриллĕ тумпа шкула килчĕç. Коридорта «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» курав ĕçлет. Кунта чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе, тĕрĕ тĕслĕхĕсемпе паллашма май пур. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине ачасем курса тĕлĕнчĕç.
         Пурне те чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе чунтан саламлатпӑр!