Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çÿрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чÿклĕпĕр, – юрлаççĕ сурхури ачисем.
Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Ăна кун таврăннă вăхăтра паллă тунă. Уяв пĕр эрне хушши пынă, каярахпа Христос тĕнне йышăннă хыççăн Кăшарничченех тăсăлнă. Сурхури кăрлач уйăхĕн 7- мĕшĕнче пуçланать те 19-мĕшĕнче çак уяв вĕçленет.
Хальхи çамрăксене те çак уявпа паллаштарас, чăваш культурин пуянлăхне кăтартас, ăна упрама, хаклама вĕрентес тĕллевпе шкулта 5 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.В.Павловăпа директор канашлуçи П.Н.Лаврентьева ертсе пынипе Сурхури уявне ирттерчĕç. Ачасем Сурхури йăлин сăвви-такмакĕпе, кулăш хавасĕпе киленчĕç, вăйăсем вылярĕç, юмăç ячĕç, килрен киле çӳрерĕç, урайне ăшаланă пăрçа сапрĕç, тырă-пулă ăнса пултăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, хуçалăхра ĕçсем кал-кал пыччăр тесе пиллерĕç. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйларĕç.
Уяв ачасенепитĕ килĕшрĕ, хаваслă иртсе кайрĕ.