Вăй илĕ малашлăхра чăваш чĕлхи

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин "Культурăпа туризм аталанăвĕ" патшалăх программин "Чăваш чĕлхине упрасси, вĕрентесси тата аталантарасси" çумпрограммăн проектне ырларĕ. Çакă правительство енчен чăваш чĕлхине аталантарасси, ăна упраса хăварасси çине витĕмлĕ пусăм тунипе танах. Чĕлхе ыйтăвне татса парассишĕн кăна мар, тăван республикăри культура аталанăвĕшĕн, мĕн пур чăваш культурин пуласлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Нина ПАВЛОВА, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕскер.

Ỹсекен ăру вырăсланса пынине сивлемеллех. Ача сачĕсенчи мероприятисем те вырăсла ирте пуçларĕç те. Шкулсенчи чăваш чĕлхи урокĕсен сехечĕсем чакни те шухăша яратчĕ. Малашне çакна та пăхса тухасса шанас килет.

Тăван чĕлхе кашни халăхăн пысăк пуянлăхĕ. Вăл атте-анне чĕлхи. Чĕлхемĕр пирĕн çепĕç, пуян. Ахальтен мар И. Я. Яковлев çапла каланă: "Чăвашсен çак тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл - чĕлхе, юрă, тĕрĕ". Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине вырăна хурса хаклать.

 Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ỹстерме вĕренет. "Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ",- тенĕ Г. Н. Волков академик. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Чăваш чĕлхипе 1,3 миллиона яхăн çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар, радиопа телевидени, чăвашла хаçатсемпе журналсен, театрсенче тата ытти ĕç вырăнĕсенче усă куракан чĕлхе те.

Чăваш чĕлхи чăваш шкулĕсен пуçламăш класĕсенче, тĕрлĕ наука никĕсне вĕрентмелли, пĕлỹ илмелли пĕртен-пĕр хатĕр пулса тăрать. Унсăр пуçне чăваш чĕлхи вăл - республикăри шкулсенче вĕрентмелли хăйне уйрăм ятарлă предмет. "Пулас ăрăва пăхса çитĕнтересси чи малтанах тăван чĕлхе хисепĕнчен, чысĕнчен килет",- тенĕ Г. Н. Волков академик. Чăваш чĕлхи - пирĕн пуласлăх, наци культурин управçи, илемлĕ ăс-хакăл сăнарлăхĕ, хутшăну тата воспитани хатĕрĕ. Аваллăхран упранса юлнă тăван сăмах ĕлĕкхипе паянхи хăвăрт улшăнакан вăхăтпа çыхăнтарать, истори çул-йĕрне тата халăхăн илĕртỹллĕ хăйнеевĕрлĕхне кăтартать. Ачасене чăвашла тĕрĕс калаçма, хутшăнма вĕрентесси, чăваш халăх историпе культурине хисеплеме хăнăхтарасси, вĕсенче чăваш чунне аталантарасси - ашшĕ-амăшĕпе тăван çемьен тĕп тивĕçĕ. Ку енĕпе шкулсенче вĕрентекенсем те нумай ĕç тăваççĕ. Малашне те чăваш чĕлхине аталантарассине тивĕçлĕ йĕркелесе пырассинче çемьепе шкул, культура учрежденийĕсем тачă çыхăнса ĕçлесе чăваш чĕлхин ятне-сумне çỹлти шайра тытса пыма пулăшассине шанас килет.

Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ каланă шухăша аса илсе хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп: "Тăван чĕлхене пĕлмен çын мана хĕлĕх карман балалайка пек туйăнать".

Чĕлхене мала хуракансем, ăна юратса вĕренекенсем пурах шкулта. Вĕсенчен ыттисем те тĕслĕх илеççĕ. Район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухса, призлă вырăнсене йышăнса савăнтараççĕ. Юлашки çулсенче С. Лаврентьев, Т. Юрмина, Ю. Васильева вĕренекенсем палăрчĕç. С. Калькина республика олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕччĕ. Медицина енĕпе вĕренме кайрĕ пулин те паянхи кун та чăваш чĕлхипе кăсăкланать, тăван шкулпа çыхăну тытать. Чăвашла сăвăсем шăрçалать, вĕсене кĕвĕ хывать. Республикăри учительсен пĕлĕвне ỹстерекен институт ректорĕ, филологи наукисен докторĕ, хамăрăн ентешĕмĕр Ю. Исаев доцент та чăваш чĕлхине кирек ăçта та мала хурса калаçать, чăвашлăхшăн ырми-канми тăрăшать