Чăваш тĕррин кунне халалласа

«Мĕнле пуян чăваш тĕрри – унта пин-пин çулсен йĕрри», -тенĕ чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри.  Чăнах та чăваш тĕрринче  – аннен ачаш юрри, тăван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлĕ çутă çăлтăрсем…

Кăçал чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçласа Чăваш тĕррин кунне уявлама йышăннă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ.

Шкулта уяв анлă та курăмлă ирттĕр тесе чăваш чĕлхипе литературине верентекен Н.И.Павлова тăрашрĕ. Чăваш тĕрриллĕ тум  çинчен каласа паракан стенд, чăваш тĕрриллĕ япаласен(сурпан, масмак, кĕпе, ал тутри…) куравĕ умĕнчен пĕр вĕренекен те чарăнмасăр иртмерĕ. Кунтах чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе те паллашма май пулчĕ. Чăваш тĕррипе эрешленĕ чÿречесем те пурне те илĕртрĕç.

Чăваш тĕррин кунĕ тĕрĕсене упраса хăвăрма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнтарма пулăшасса шанатпăр.