Çăварни килет пĕр эрне, ма килмест-ши ик эрне?

-Çăварни килет пĕр эрне,

Ма килмест-ши ик эрне,- тесе юрлаççĕ чăвашсем.

Çăварни эрни пусланнă май халăх йăли –йĕркине упраса хăварас, вĕренекенсене вĕсемпе паллаштарас  тĕллевпе тата «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăха  хутшăнса  вĕрентекенсемпе  вĕренекенсем  Çăварни уявне уявлама шкулăн спорт площадкине пуçтарăнчĕç.  Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Павлова Н.И., шкул библиотекарĕ Павлова Л.В. ,  аслă  вожатăй Лаврентьева П.Н. тата шкулти волонтерсем ертсе пынипе ачасем çăварни юрри юрласа вăйă карти çавăрчĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, чи вăйлисемпе пултаруллисене палăртрĕç. Хĕрсем çапата çавăрса сикрĕç, çăварни çунине те туртрĕç, «катаччи» те чупрĕç. Атă ывăтса чи инçете ывăтакана палăртрĕç, вĕрен туртса та вăй виçрĕç. Çăварни икерчине пĕçерсе çиме те манмарĕç.

Уяв пурне те килĕшрĕ. Ачасем спорт площадкинчен савăк кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

 

Фотоотчеты