Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăвашлăха аталантарас, шкул ачисене халăхăмăрăн паттăр та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе мăнаçланма вĕрентес, чăваш поэзине юратма хăнăхтарас тĕллевпе районта «Марина Карягина вулавĕсем» поэзи каçĕ иртрĕ. Марина Карягина сăввисене илемлĕ те ăста вулакансен конкурсне Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче кăçалхипе тăххăрмĕш хут йĕркелерĕç. Уява районти шкулсенчен 50 ытла вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсен йышăнче Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те пулчĕç. Т. Павлова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Павлова Н.И. ертсе пынипе Марина Карягина сăввине вуласа 5-7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, Хисеп хутне тата хаклă парнене тивĕçрĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Е.Макарова (ертÿçи –Павлова Л.В) та диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Павлова Н.И. Павлова Л.В. вĕрентекенсем Марина Карягина пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хатĕрленĕ видеоматериал чи лайăххисен шутĕнче пулчĕ.
Хĕрсене тата вĕрентекенсене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссенче ăнăçу сунатпăр.