Сывлăхран хакли нимĕн те çук теççĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пулĕ, мĕншĕн тесен сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме - тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Шел пулин те, вĕренекенсем хушшинче çирĕп сывлăхлă ачасем питĕ сахал. Çакă чи малтанах телевизорпа компьютер умĕнче нумай ларнипе, ачасем сывлăхне сиенлĕ йăла-йĕркесемпе наркăмăшланипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Çавăнпа та шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрама вĕрентесси.
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăха хутшăнса Нăрваш Шăхаль шкул библиотекинче «Сывлăх - чи хаклă пуянлăх» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Куравра ачасен сывлăхĕ çирĕп пултăр тесен вĕсен организмне аталанма мĕнле витаминсем кирли çинчен кĕнеке- журналсем, статьясем курма пулать. Кĕлеткене пиçĕхтерес тесен мĕнле кун йĕркине пăхăнмалли çинчен, мĕнле хусканусем тумалли çинчен те кирлĕ материал тупса вулама пулать. Çак курав Чăваш Ен, Раççей çĕр-шывĕн паллă спортсменĕсем çинчен каласа паракан кĕнекесемпе те паллаштарать. Çак курав шкул ачисемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.