2018 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕн Нăрваш-Шăхаль вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.
Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене çăкăр-тăварпа, сăвă-юрăпа кĕтсе илнĕ хыççăн хĕрÿ ĕç пуçланчĕ: Г.Ф. Хлебникова 11 класра «Митта Ваçлейĕ – аслă ăру поэчĕ», Т.Ф. Дмитриева 6-мĕш класра «Япала ячĕ», О.А. Каллина 8 класра «Юманлăхра çапла пулнă» хайлав темипе проблеми», Т.И. Ершова 5-мĕш класра «Ача-пăча сăмахлăхĕ» темăсемпе уçă уроксем ирттерсе хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. С.В. Едифанова ăста урокĕнче вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те хăвăрт вулама вĕренмелли методикăпа кăсăклантарса ячĕ. Н.И. Павловăпа Л.В. Павлова ирттернĕ «Сăвă-юрă янăрать янратма пĕлсен кăна» урок хыççăнхи ĕçре Нăрваш-Шăхаль шкулĕн 5-9-мĕш класĕнче вĕренекенĕсем вĕренме кăна мар, юрлама-ташлама та ăста пулнине ĕнентерсе пачĕç, хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç.
Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.