Çу уйăхĕн 15- мĕшĕ Нăрваш Шăхаль вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсемшĕн чылайлăха асра юлĕ. Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши хăнара пулчĕ ку кун. Зал туллиех пулчĕ. Çыравçă виççĕр ытла кĕнеке кăларнă. Вăл ачасене хăйĕн пурнăçĕ, кĕнеке çырас ăсталăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ăна вĕренекенсем питĕ тимлĕ итлерĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Юхма Мишши асăнмалăх шкула хăй çырнă хĕрĕх çичĕ кĕнекине парнелерĕ. Тĕл пулу питĕ тухăçлă иртрĕ. Ачасем чăваш халăх историне чылай пĕлчĕç. Тĕл пулупа хăнасем те кăмăллă юлчĕç.