Акă ĕнтĕ вун икĕ çул çитрĕ Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пиртен уйрăлса кайнăранпа. Анчах вăл чĕртсе хăварнă поэзи хĕмĕ пĕрре те иксĕлмест, вăй илнĕçемĕн вăйланса пырать. Кăçал та Г.Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти тĕп шкул районти сăвă вулакансен конкурсне вун иккĕмĕш хут пуçтарчĕ.
Районти сăвă вулакансен конкурсĕ икĕ номинаципе иртрĕ: "Айхи сăввисем" тата юбиляр - поэтсен сăввисем.
Конкурса Нăрваш Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
8-10-мĕш классем хушшинчи хĕрÿ тупăшура Михайлова А. (10 класра вĕренекен) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Макарова Е. вара 5-7-мĕш классем хушшинчи тупăшура 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Çав ятпа хĕрсене тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене Н.И.Павловăпа Л.В.Павловăна саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.