Пĕтĕм чăваш ачисен интернет-олимпиади çĕнтерÿçисем

2017 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе чĕретлĕ олимпиади иртрĕ. Ăна хатĕрлесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пулчĕ. Олимпиадăна пирĕн шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Чăвашла вĕрентекен шкулсенче ăс пухакансен хушшинче Никитина Дарья, 7 класра вĕренекен, Мулендеева Аринăпа Юрмина Татьяна, 8 класра вĕренекенсем, призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Пултаруллă хĕрсен ертÿçи - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Н.И. Павлова.

Маттурсем! Дарья, Арина, Татьяна  тата Нина Ивановна сире  саламлатпăр. Малашнехи олимпиадăсенче, конкурссенче ăнăçу сунатпăр!