Тăван тавралăха –экскурсие

Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта вырнаçнă пирĕн тăван ялăм –Шăхаль ялĕ. Таврара ылтăн кĕркунне хуçаланнă вăхăтра ун çине пăхса та ытармалла мар!

Çак илемпе киленме, тавралăхăн пуянлăхне курма тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнса çула тухрĕç  6-мĕш класра вĕренекенсем Павлова Н.И. класс ертÿçипе пĕрле «Ырсем» кану паркне. Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те хăйне евĕр хитре. Кĕркунне вара тата та илемлĕрех иккен. Тăп-тăрă Ырсем кÿллинче хăйсен сăнне пăхса киленекен сап-сарă хурăнсем, кăвар пек хĕмленекен пилешпе палан, кĕреннĕн курăнакан вĕрене те ачасене тыткăнларĕç. Сап-сарă «кавир» çийĕн çÿрекен чĕрĕп те ачасемшĕн тĕлĕнтермĕш пулчĕ.

Çак илеме упрама кирли çинчен те ăнланчĕç вĕренекенсем. Таврара сапаланса выртакан çÿп-çапа пуçтарса ĕшеннĕ хыççăн ачасем тĕрлĕрен вăйă выляса савăнчĕç.

Уçă сывлăшра пĕрле ларса апатланни те ачасемшĕн чылайлăха асра юлĕ.

Хамăр таврарах тем чухлĕ илем иккен, ăна курма çеç пĕлмелле. Çак илеме, пурлăха килес ăрусем валли те упраса хăварма тăрашмалла пирĕн. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç 6-мĕш класра вĕренекенсем.

 

Фотоотчеты