Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,
Тăван чĕлхе – телей шевли.
Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ
Куллен кунах пире валли.
2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Сарпи вулавĕсем» пултарулăх кунĕ иртрĕ. Уява питĕ тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет. Кунта тĕрлĕ курав йĕркеленĕ. «Асанне арчинчен» (авалхи çи-пуç, пуçа, тăханмалли хатĕрсем, пир тăрăхĕсем, кĕпесем), «Чăвашлăха упракансем» (Табаков Владимир Николаевичпа Эриванов Василий Лазаревич тата Ермолаев Федор Тихонович йывăçран касса кăларнă тĕрлĕрен кĕлетке, сĕтел-пукан, савăт-сапа….) Акт залĕнчи сценăна чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ, «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» тесе çырнă. Залра «Шăхаль тĕррисем» курав йĕркеленĕ. Матвеева Н.А., Калашникова Л.Н. , Николаева Г.А., Фролова В.Г., Афанасьева М.С., Макарова Н.В., тĕррисем вырăн тупнă кунта. Раськина Надежда Васильевнăпа Емельянова Анжела Алексеевна вара шăрçаран тĕрлĕ хатĕрсем ăсталас енĕпе тата хутран карçынккасем явас енĕпе мастер-класс кăтартрĕç.
Мероприятие Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Ирина Пушкина, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Петровна Рубцова хутшăнчĕç.
Шупашкартан килсе çитнĕ сумлă хăнасене чыслă лару-тăрура кĕтсе илнĕ хыççăн пурте вăйă юрри юрласа карталанса тăчĕç. Кунта пĕчĕккинчен пуçласа аслă классенче вĕренекенсем таранах илемлĕ чăваш кĕписемпе, тухьясемпе, тĕрĕллĕ тутăр-саппунсемпе çаран çинчи илемлĕ чечексене аса илтерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те, ялти фольклор ушкăнне çÿрекенсем те айккинче юлмарĕç, вăйă картине хаваспах хутшăнчĕç.
«Сиксе те сиксе шыв юхать,
Шыв юхать те чул юлать.
Шухăшлăр-ха, тантăшсем,
Ĕмĕр иртет те кун юлать», - юхрĕç те юхрĕç ĕлĕк асаннесемпе кукамайсем çимĕкре пуçласа вăййа тухсан юрланă çаврăмсем…
Уяв малалла чăваш тĕррисемпе тата тĕрлĕ картинăсемпе илемлетнĕ залра тăсăлчĕ. «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăхĕн гимнне пурте пĕрле тăрса юрланă хыççăн Шăхаль веренекенĕсем чăваш чĕлхи илемĕ, унăн хăвачĕ çинчен сăвăсем вуларĕç. Куракансене уйрăмах Иван Яковлевич Яковлев халалне тĕрлĕ чĕлхепе вуласа панине итлеме кăмăллă пулчĕ. Михайлова Настя чăвашла, Васильев Саша вырăсла, Терентьева Таня вара акăлчанла пăхмасăр каларĕç.
Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев уявра чăннипех те савăннине палăртрĕ. «Хамăрăн тăван чĕлхене хамăрăн хисеплемелле, чăвашла вăтанмасăр калаçмалла, çакăн пек мероприятисем тăтăшах ирттермелле. Малашне кашни çулах пĕр районта пысăк уяв ирттерсен аван пулĕччĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕ, Никита Бичуринпа Çеçпĕл Мишши портречĕсене асăнмалăх шкула парнелерĕ.
Конкурса хутшăнакансем «Раиса Сарпи, Альбина Юрату сăввисене вуласси» номинацире тупăшрĕç.
«Сарпи вулавĕсем» конкурсра палăрнă çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ Елена Перепелкина дипломсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем кунта пухăннисене саламларĕç, хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Раиса Васильевна «Сарпи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ кăçалхипе 16-мĕш хут иртнине палăртрĕ, илемлĕ сăвă вуласа савăнтарчĕ. Альбина Юрату вара ашшĕпе амăшне аса илсе вĕсемпе тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕ, пурне те уявпа саламласа поэзине юратма, пĕтĕм ыррине çеç сунчĕ.
Пысăк уяв вăхăтенчех пĕтĕм чăваш диктантне çырма камал тавакансем те пулчĕç. Унта хăйсен пĕлевне 20 ача тĕрĕслерĕ. Çак ĕçе информатика вĕрентекенĕ Николаева М.М. йĕркелерĕ.
Вĕрентÿ министрĕ тата Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ уяв çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç, Нăрваш Шăхаль шкулĕн администраципе коллективне район шайĕнчи мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттернĕшĕн тав турĕç, малашнехи ĕçре пысăк çитĕнÿсем, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Ялан янра, чăваш сăмахĕ!
Çак çĕр çинче те уçлăхра.
Сăмах вăл - халăхан ахахĕ,
Янратăрах пуласлăхра! – çак сăмахсемпе вĕслерĕç пысăк уява.