Чăваш халăхĕ мĕн авалтан пĕр-пĕрне тĕрлĕ юмах-халап калассине е туптармăшсем туптарассине ăнăçлă усă курнă. Вăйă картинче-и, улахра-и е тата ĕçкĕ-çикĕре – çамрăксем те, çитĕннисем те пĕр-пĕрне тĕрлĕ туптармăшсем туптарнă, шÿтленĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрнин 4-мĕш кунĕнче шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем «Юмах ярăп, юптарăп, йăнăш çулпа чуптарăп» конкурса хутшăнчĕç. Пĕр-пĕринпе тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупассипе тупăшрĕç. Вĕренекенсем пурте тенĕ пекех маттур та тавçăруллă пулни курăнчĕ.