Эпир – Улăп йăхĕнчен

 

Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнин  3-мĕш кунĕ «Эпир – Улăп йăхĕнчен» девизпа иртрĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа  «Ялан янра, чăваш сăмахĕ» - стенд турăмăр. Унта чăвашсен мухтавлă ывăл-хĕрĕ чăваш чĕлхи çинчен каланă сăмахсене вырнаçтартăмăр. Çавăн пекех И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкернĕ картинăсен выставкине йеркелерĕмĕр. Чи ăнăçлă ÿкерчĕк 8-мĕш класра вĕренекен Лукиянова Таньăн пулнине палăртмалла. Унăн ÿкерчĕкне район конкурсне яма палăртрăмăр.

Çак кун тата « Чи ăста куçаруçă» конкурс иртрĕ. Вырăсларан чăвашла текста тĕрĕс те уçăмлă куçаракансем вара 11-мĕш класра вĕренекен Васильева Екатерина тата 5-мĕш класра вĕренекен Таня Павловăпа Аня Ефимова пулчĕç.