Чăваш чĕлхи эрнин иккĕмĕш кунĕ тухăçлă иртрĕ. Планра палăртнипе килĕшÿллĕн 7-11 классем хушшинче «Кам миллионер пуласшăн?» тата «Эсир чăваш чĕлхине пĕлетĕр-и?» вăйă-конкурссем иртрĕç. Ăна Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинче Атте-Анне çулталăкне халалларăмăр. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа хăйсем Чăваш Республики çинчен сахал мар пĕлнине, унта пурăннишĕн мухтаннине кăтартса пачĕç. Конкурссенче ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, творчествăлла аталанăвĕ палăрчĕ.