Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

     Чăваш чĕлхипе литератури эрни пирĕн шкулта И.Я.Яковлев «Халалĕпе»  паллашнинчен пуçланчĕ.  Мероприятие 5-11 класс ачисем пуçтарăнчĕç, ăна  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Ивановна Павлова ертсе пычĕ.  

          Иван Яковлевич: «Пĕр чĕлхе вăл – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс», - тенĕ. Çавна тĕпе хурса «Халала» 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем виçĕ чĕлхепе вуларĕç: чăвашла, вырăсла, акăлчанла.

          6-мĕш класра вĕренекенсем вара чăваш чĕлхине халалланă сăвăсене вуларĕç.