Ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа 5-6 –мĕш классенче вĕренекен каччăсем хушшинче «Пулас рыцарьсем» ăмăрту-конкурс иртрĕ.

Чи малтанах 5-6-мĕш класс хĕрĕсем пулас хÿтĕлевçĕсене уяв ячĕпе саламласа асăнмалăх парнесемпе чысларĕç, вĕсене халалланă сăвăсем вуларĕç.

Пулас хÿтĕлĕвçĕсене тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Кĕрешÿ питĕ çивĕч пулчĕ. Ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ.

Уява хутшăнакансем пурте кăмăллă юлчĕç.