Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕньялти пĕтĕмешле тĕп пĕлÿ паракан шкулта Чăваш халăх поэчĕ Г.Айхи ячĕпе «Айхи вулавĕсем» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.
Конкурса тĕрлĕ номинацире Нăрваш Шăхаль шкулĕнче веренекенсем те , А.Михайлова , А.Лукиянова, М.Прокопьева, хутшăнчĕç. Уява килнĕ Г.Б. Куборская-Айги (Г. Айхи мăшăрĕ), А.П.Хусанкай, Н.Селиверстрова, А. Айхи, С. Бирюковпа А.Грач поэтсем тата ытти хăнасем сăвă вулакансен ăсталăхне тĕрлĕ енчен хак пачĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Михайлова «Айхи сăввисем» номинацире 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Çав ятпа Настьăна тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.И.Павлована саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.