"Салампи" - Патăрьелсемшĕн чăн-чăн юратнă пике

 Эпир пурте юратса вулакан "Алтăр çăлтăр", "Шур çỹçлĕ хĕр", "Симĕс ылтăн" тата ытти нумай-нумай хайлав авторĕ Александр Артемьев кун çути курни кăçал 92 çул çитрĕ. Чăваш литературин çутă çăлтăрĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне сума суса республикăри Чăваш наци конгресĕн вĕрентỹпе ăслăлăх комитечĕ, "Чăваш Республикин учителĕ- сен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕ тата ача-пăчасен "Самант" журнал редакцийĕ авторăн "Салампи" повеçĕ тăрăх викторина ирттерчĕç. Çакăн пек тупăшусенчен пирĕн район хастарĕсем чылай чухне айккинче юлмаççĕ. Хальхинче те Туçари вăтам шкулти М. Софронова, А. Бельдекова, Нăрваш Шăхалĕнчи Е. Васильева, Пăлапуç Пашьелĕнчи Д. Иванова, К. Катыкова вĕренекенсем пур ыйтăва та тĕплĕн те туллин хуравласа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ачасен çитĕнĕвĕнче вĕсене литература асамлăхне чуна илме хăнăхтаракансен тỹпи пысăк пулнине те палăртса хăвармалла. С. Кулакова, Н. Павлова, Г. Хлебникова, С. Никитина, В. Яковлева тата ытти вĕрентекенсем тăтăшах конкурс е олимпиада призерĕсене хатĕрлеççĕ.