Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăвашлăха аталантарас, шкул ачисене халăхăмăрăн паттăр та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕпе мăнаçланма вĕрентес, чăваш поэзине юратма хăнăхтарас тĕллевпе районта «Марина Карягина вулавĕсем» поэзи каçĕ иртрĕ. Марина Карягина сăввисене илемлĕ те ăста вулакансен конкурсне Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Уява районти шкулсенчен 50 ытла вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсен йышăнче Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Михайлова Анастасия та пулчĕ. Настя чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Павлова Н.И. ертсе пынипе Марина Карягина çырнă «Кĕмĕл тумлă çар» трагеди сыпăкне вуласа 8-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, Хисеп хутне тата хаклă парнене тивĕçрĕ.
Марина Карягина тата Шăхалĕнчен тухнă сăвăç Альбина Юрату çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕпе чыслани вĕренекенсен асĕнче чылайлăха юласса шанас килет.
Настьăна тата унăн вĕрентекенне саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссенче ăнăçу сунатпăр.