5-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен амăшĕсене Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама хăнана чĕнчĕç. Ачасем пурнăç парнеленĕ çыннисене хăйсен аллипе ăсталанă парнесемпе чысларĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Чи кăсăкли вара – «Пирĕн аннесем - тĕрлĕ енлĕ ăстасем» конкурс пулчĕ. Вĕренекенсем амăшĕсене тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслерĕç, хăйсен çывăх çыннисен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнчĕç.