Семинар тухăçлă иртнĕ

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе час-часах пĕрле пуçтарăнаççĕ. Хальхинче вĕсем Первомайскинчи вăтам шкулта тĕл пулчĕç.

Малтан И. Матюшкина тата И. Лепешкина çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернĕ уçă уроксене итлерĕç. Ирина Николаевна 4-мĕш класра "Профессисем", Ирина Германовна улттăмĕшсемпе "Çурт" темăсемпе ачасемпе тĕрлĕрен ĕç туса ирттерчĕç, хăйсем хатĕрленĕ проектсемпе паллаштарчĕç, хальхи вăхăта аса илчĕç. Ачасем ют чĕлхене юратнине кăтартса пачĕç, хăйсен шухăшĕ- сене ют чĕлхепе каласа пама тăрăшрĕç, вĕрентекенсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç. Вĕренекенсем ют чĕлхене юратни сисĕнчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем Ирина Николаевнăпа Ирина Германовнăн ĕçĕсене ырларĕç.

Семинар ĕçне малалла тăснă май, акăлчанла вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертỹçи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти З. Чабатова 9-мĕш класс хыççăнхи акăлчан чĕлхи экзаменĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Земфира Рифкатовнăн вĕренекенĕсем çулсерен экзаменсене ăнăçлă тытаççĕ. Çавăнпа вăл панă сĕнỹсем пуриншĕн те, уйрăмах çамрăк вĕрентекенсемшĕн питех те усăллă пулчĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Т. Митрофанова ППЭ хатĕрленмелли опытпа паллаштарчĕ. Кăçал вăл вĕрентнĕ В. Томатова акăлчан чĕлхипе ППЭ 83(!) балл пуçтарма пултарнинче, паллах, Татьяна Васильевнăн тỹпи пысăк.

Вĕрентỹ пайĕн методисчĕ А. Мифтахутдинова умра тăракан ĕçсемпе паллаштарчĕ, шкул администрацине, уçă урок ирттернĕ вĕрентекенсене тата семинара хутшăннисене чунтан тав турĕ. Вĕрентекенсем семинарпа кăмăллă пулчĕç, тухăçлă тата усăллă пулнине палăртрĕç. Малалла та пысăк ĕмĕтсемпе, хавхаланупа ĕçлес кăмăлпа саланчĕç Первомайскинчи вăтам шкулта пухăннисем.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕ.