Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчен тухнă паллă та пултаруллă çынсем чылай. Вĕсенчен пĕри- Валерий Петрович Молодцыгин Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Шăпах РСФСР театр ĕçченĕсен союзĕн членĕ пулнă артистăн сцена çинчи пултарулăхне тĕпчесе çак ялтанах тухнă филологи наукисен докторĕ Юрий Николаевич Исаев çырнă «Сцена çинчи вут-çулăм» очерк кун çути курчĕ. Очерка Шăхаль шкулĕнчи учительсемпе вĕренекенсем хапăлласах йышăнчĕç. Шкул вулавăшĕн ертÿçи Терентьева В. Н. йĕркеленипе 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем кĕнекене сÿтсе явса пысăк хак пачĕç.
Ентешĕмĕр хăйĕн кĕске емĕрĕнче 60 ытла роль калăпласа Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче халăх умне кăларни ачасене мăнаçлантарчĕ. Хăйсенче те тăван ялшăн, тăван халăхшăн ĕçлес кăмăл-туйăм çуратрĕ.
Ентешсем çинчен тĕпчесе ял халăхĕшĕн, районшăн кăна мар, пĕтĕм чăвашшăн пысăк ĕç тунăшăн Юрий Николаевича тав тăвас, малашнехи ĕçĕсенче ăнăçу сунас килет.