Чăвашлăха упракансем

Чăваш йăли-йĕркине асра тытса, çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче   чаваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Павлова Н.И. ертсе пынипе  5-11 классенче вĕренекенсем Мăнкун уявне паллă турĕç. Уявра çиччĕмĕш класра вĕренекенсем хăйсен аллипе сăрласа илемлетнĕ мăнкун çăмартисен тата куличсен куравĕ пулчĕ.  Вĕсемех сцена çинче Мăнкун уявне кăтартса пачĕç.

Уяв «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуçланчĕ. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем вара Алексеев Н.Н. ертсе пынипе пĕрин хыççăн тепри сцена çинчен  чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç, ташшисене ташласа куракансене савăнтарчĕç. Чăваш уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Юлашкинчен чăвашлăх туйăмĕ иксĕлменнине, вал малашне те упранса юласси пиртен килнине çиреплетрĕç вĕренекенсемпе вĕрентекенсем.

Çапла пултăрччĕ!

Фотоотчеты