Августăн 23-мĕшĕнче нимĕçсем пăрахнă бомбăсене пула 40000 çын вилнĕ.
Хула айĕнче чавнă катакомбăсенче те çапăçусем пулнă. Унта тупнă нимĕç салтакĕн блокнотĕнче çапла çырнă: "Гитлер пире тамăк патне çити чавтарса шуйттансене те совет салтакĕсене хирĕç çапăçма чĕнесшĕн-ши?".
Çак çапăçура пурĕ 2 млн яхăн çын вилнĕ.
Сталинграда фашистсенчен хăтарсан та Мамай сăрчĕ çинче, питĕ нумай снаряд çурăлнăран, 2 çул пĕр курăк та ỹсмен.
Февралĕн 2-мĕшĕнче Сталингард патĕнчи çапăçура нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 73 çул çитрĕ. Çавăн чухлĕ пирĕн халăх çак хăрушă çапăçăва асра тытать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем те историн манăçми страницине тĕпе хурса январĕн 31-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта "Сталинград çапăçăвĕ" квест-вăйă ирттерчĕç. Унта районти шкулсенчен пурĕ 10 команда хутшăнчĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн ĕçченĕсем, районти Çамрăксен правительствин тата Канашĕн, Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн, Единая Россия партин "Çамрăк гварди" членĕсем тата "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" квест-вăйă йĕркелесе яш-кĕрĕме Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин геройĕсем- пе тата интереслĕ событийĕ- семпе паллаштарчĕç, синкерлĕ вăхăтсене аса илечĕç. Командăсем пĕрре те пушă тăмарĕç: морзе азбукипе çырнă сăмахсене вуларĕç, привалта юрăсем юрларĕç, минăсен хирне тасатрĕç, аманнă салтаксене пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç, тĕл перессипе тупăшрĕç тата ытти те. Вăййа хутшăннă вĕренекенсем пурте тенĕ пекех салтак тумĕсем тăхăнни мероприяти пĕлтерĕшне, хакне тата та ỹстерчĕ. Кашни команда историе лайăх пĕлни, тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ. Уйрăмах Тутар Сăкăтри шкулта вĕренекенсем "привалта" чăн-чăн салтаксен хорĕ пек юрлани тата Нăрваш Шăхаль шкул команди хăйсемпе творчество шайĕнче паллаштарни пурне те килĕшрĕ.
Çак интереслĕ вăйăра 1-мĕш вырăна пĕтĕм конкурсра хăйсене лайăх енĕпе кăтартса Пăлапуç Пашьелĕнчи, 2-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 2-мĕш, 3-мĕш вырăна Тутар Сăкăтĕнчи шкулсен командисем йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене, квест-вăййа хутшăннисене, йĕркелекенсене райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Н. Андреева Тав тата Хисеп хучĕсем парса саламларĕ.