Тăван чĕлхе ытарлăхĕпе пуянлăхне олимпиадăра уçса панă

 ÇАК кунсенче республикăра чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртнĕ. Яланхиллех унта пирĕн районăн пултаруллă чĕлхеçисем те хутшăннă çеç мар, палăрнă та. Вырăс шкулĕн программипе вĕренекенсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класра тăрăшакан Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вĕрентекенĕ Н. Путякова) призерсен йышне кĕнĕ, чăваш шкулĕн программипе вĕренекенсенчен вара Ыхра Çырминчи С. Кулакова учительница хатĕрленĕ А. Портнова (11 класс) иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Павлова хатĕрленĕ О. Митрофанова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.