Штангистсен çитĕнĕвĕсем

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем çитеççĕ. Ăста пулма ан ỹркен çеç. Н. Шайманова 7 класра вĕреннĕ чухнех штанга йăтма вĕренекенсен секцине çỹреме пуçланă. Спорт мастерĕ А. Давыдов тренер йывăрлăха еплерех парăнтармаллине пуçласа кăтартсанах спортăн çак енне туртăннă. Малалла тĕрлĕ ăмăртура лайăх кăтартусемпе савăнтарма пуçланă Наташа. Республика шайĕнчи тупăшура унăн ăсталăхне штанга йăтассипе Европа чемпионĕ Ю. Мышковец тренер сăнаса тăнă хыççăн хĕре Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме пыма сĕннĕ. 2013 çулта Н. Шайманова республикăра Атăлçи Федераци округ ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. Раççейре мала тухмалли тупăшăвăн финалĕнче иккĕмĕш вырăна тухать. Екатеринбург хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура Наташа 58 килограмлă виçере виççĕмĕш вырăн çĕнсе илет. Унта Раççей спорт мастерĕн нормативне икĕ енлĕ йăтса ирттерсе пурнăçлать.

Сăмах май каласан, Наташа йăмăкĕ Алина та унпа пĕрлех вĕренет. Вăл та пысăк шайри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илет. Аппăшĕ пекех Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçесшĕн.

А. Давыдов тренерăн тепĕр вĕренекенĕ штанга йăтас вăрттăнлăха 6 класрах алла илнĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă хыççăн А. Адикина Шупашкарти олимп резервĕсен училищине чĕнчĕç. Уфа хулинчи ăмăртура Саша чемпион ятне тивĕçрĕ. Раççейри шкул ачисен Спартакиадинче те, Анапа хулинче те вăл çĕнтерỹçĕ пулнă. Каччă Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче. Европăра мала тухассишĕн Швейцаринче иртнĕ ăмăртура тата Екатеринбург хулинчи тупăшура тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Н. Тимошин тренерпа А. Адикин çывăх вăхăтрах Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарасса шанас килет.

В. БОРОДКИН