Сурхури

Сурхури – чăвашсен  авалтанпа пыракан, паянхи кунччен сыхланса юлнă уявĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕренекенсем  ку йăла- йĕркене  çулсеренех паллă тăваççĕ. Кăçал та «Малтанхи утăмсем» кружока çÿрекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.И.Павлова ертсе пынипе   кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле Сурхури уявне паллă турĕç. Тĕрлĕрен сăвă- такмак каласа, ташă ташласа савăнчĕç. Чăвашсен йăлине  пăхăнса  шÿтернĕ  пăрçине те выльăх – чĕрлĕхĕ  ăнса  пытăр тесе сапма манмарĕç. Ачасене аслисем канфет – пĕремĕкпе  хăналарĕç. Уява хутшăнакансем пурте кăмăллă юлчĕç.

Фотоотчет