Юлашки урок вĕçлениччен шăкăл пуçтарăнчĕ вунпĕрмĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула. Черетлĕ пухăва чĕннĕ вĕсене вĕрентекенсем. Умра патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем-çке. Унччен маларах вырăс чĕлхипе тата сочинени çырмалла... Унпа зачет илеймесен малаллахи тĕрĕс- левсене кĕртмеççĕ. Ачасен те пуç тулли шухăш.
Светлана Николаева та шкула ыттисемпе пĕрлех çитрĕ. Тăваттăмĕш ачине пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрленет вăл. Аслисемшĕн çакнашкал пăшăрханнине астумасть те тейĕн. Вĕсем çунат хушса килтен вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ. Людмила культура институтĕнче пĕлỹ пухнă хыççăн Шупашкарти пĕр шкулта ĕçлет. Икĕ ачаллă. Ял каччипе пĕрлешсе тĕп хулана тĕпленнĕ. Максим аслă пĕлỹ илнĕ, полици ĕçченĕ. Мăшăр пулма каллех ял хĕрне суйласа илнĕ. Тепĕр ывăлĕ _ Юрий _ университетра вĕренет.
Пурнăç пĕр тикĕссĕн шăватчĕ темелле. Мăшăрĕ _ Валерий Петрович _ хуçалăхра трактор бригадин бригадирĕнче ĕçлетчĕ. Кỹршĕ-аршăран, тус-тăванран татăк тăмастчĕ çемье. Анчах виçĕ çул каяллахи хуйхă самаях кулянтарчĕ. Светлана Алексеевнăн йăмăкĕ Лидия йывăр чире çĕнтереймесĕр вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ. Унăн икĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха юлчĕç.
Нумай шутласа тăмарĕç Николаевсем. Ксенияпа (ун чухне 14 çултаччĕ) Женьăна (12ре) хăйсен хỹттине илчĕç. Шăпах аслин пухăвне килнĕччĕ Светлана Алексеевна. Йăх тымарне малалла тăсакансен пĕлĕвĕпе интересленсех тăма тăрăшать вăл. Матур-ха хĕрсем. Ĕçпе, вĕренỹпе, йĕркелĕхпе савăнтараççĕ. Çук тенине илтмен вĕсенчен амăшне улăштаракан аппăшĕ. Кашни ир вĕри апат çитерсе кăларса ярать. Шкул тумтирĕсене çума, тасатма, якатма çитĕнекен ăрăва хăйне хăнăхтарма тăрăшать. Мĕн пĕлменнине _ вĕрентет, пултарайманнине тытса тăвать. Яланах юнашар ĕçлеççĕ вĕсем.
Юрра-ташша та ăста. Ялти культура çуртĕнче ĕçлекен Светлана Алексеевна пĕр концертран та юлмасть тесен те йăнăш пулмĕ. "Асамат кĕперĕ", "Новые голоса", "Утмăл турат" фольклор ушкăнĕсене çỹрет вăл.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Тăрăшуллă ĕçе пула хăтлă çурт лартнă Никола- евсем. Хушма хуçалăхĕ те пысăк: 4 гектар çĕр çинче çĕр улми, кишĕр, выльăх кăшманĕ, утă тата ыттине те çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли...