«Укçапала эрех çынна ăсран кăларать» - пресс-конференци урок

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса 7-мĕш класс вĕренекенĕсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.И.Павлова «Укçапала эрех çынна ăсран кăларать» темăпа пресс-конференци урок ирттерчĕ. Ачасем тĕрлĕ хаçат-журнал корреспонденчĕсем пек пулса класс умĕнче çак темăпа тухса калаçрĕç. Вĕсем пурнăçра укçапа эрех пуç пулса тăнине, çын сывлăхне пысăк сиен кÿнине витĕмлĕ те кашни ача патне çитмелле каласа пачĕç.

Уйрăмах Никита Петров, Женя Каюкина, Мария Осипова, Снежана Мулендеева хăйсен калаçăвне пуринчен те ăстарах йĕркелеме пултарчĕç.

Ку урокра вĕренекенсем сăра – эрехпе туслашмалла мар, укçа чури пулмалла мар тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.