Сочинени çырма хатĕрленеççĕ

 Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем умĕн шкултан вĕренсе тухакан выпускниксен кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, сочинени çырмалла пулать. Тĕрĕслеве декабрĕн 2-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ.

Ачасем сочинени çырма сентябрьтенпех хатĕрленеççĕ. Республикăри вĕрентỹ институчĕн вырăс чĕлхипе литература кафедра заведующийĕ В. Домрачева доцент çирĕплетнĕ тăрăх шкулсенче ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла, чĕлхене аталантармалли, класс тулашĕнчи вулава ỹстермелли уроксене хушнă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем валли республика шайĕнче семинар ирттернĕ.

Районти шкулсенче сăнавлă сочиненисем çырса пăхнă та ĕнтĕ. Ачасем ытларах "Юрату" темине суйласа илнĕ. 5 тема сĕнеççĕ тĕрĕслевре. Вĕсене экзамен пуçланиччен 15 минут маларах параççĕ. Вăхăт 3 сехет 55 минут уйăраççĕ. Сочиненисене шкулти комисси тĕрĕслет. Ĕçсене 5 критерипе хаклаççĕ. "Зачет" илнисем çеç экзамена кĕрееççĕ.

Сочинение ытти çулсенче вĕренсе тухнисем те çырма пултараççĕ. Декабрĕн 2-мĕшĕнче ĕçе ăнăçлă пурнăçлайманнисем ăна тепĕр хут 2016 çулхи февралĕн 3 тата майăн 4-мĕшĕсенче пурнăçлаççĕ.