ЧĂН сăмахăн суйи çук, чăнах та çапла. Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, икĕ хутчен Тĕнче чемпионки, Пекинри çуллахи олимпиадин пăхăр призерĕ, велоспортăн маунтинбайк енĕпе нумай хутчен Раççей чемпионки пулнă Ирина Калентьевапа çак ялăн тепĕр ăста спортсменки, Раççей спорт мастерĕ Ольга Терентьеван çитĕнĕвĕсемшĕн ентешсем çеç мар, республика халăхĕ те хĕпĕртет. Сăртлă-туллă тата чăрмавлă вырăнсенче велосипедпа маçтăр чупассипе спортсменсем нумай пулмасть (августăн 31-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен) Андоррăра Чăваш Республикин чысне çỹллĕ шайра хỹтĕленĕшĕн тĕнче шайĕнче иртнĕ чемпионатра кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ чиперккесене Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн пĕр хутчен паракан премипе хавхалантарнă.