Район администраци пуçлăхĕн тата "Авангард" хаçат призĕсемшĕн йĕркелекен çăмăл атлетсен эстафети кăçал та пысăк шайра иртрĕ. Авăнăн виççĕмĕшĕнче ирхине çанталăкĕ çумăр çăвас пекех тăчĕ пулсан та кăнтăрлана уяртрĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадион 12 сехет çурă валли кĕрлерĕ çеç. Спорт мероприятийĕ пуçланиччен вара районти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем чуна çывăх юрăсем шăрантарчĕç.
Шăп палăртнă вăхăтра, 13 сехетре, эстафетăна хутшăнакансем пĕр рете тăчĕç. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов ушкăнсем старта тăма хатĕр- рине район администраци пуçлăхĕн çумне, вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникне В. Осипова тата районти "Авангард" хаçатăн тĕп редакторне Н. Мазяковăна, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне Н. Еремеева пĕлтерчĕ. Валерий Владимирович, Нина Васильевна, Николай Дмитриевич пурне те сывлăх, ăнăçу суннă хыççăн ăмăрту пуçланчĕ.
Старта чи малтан ветерансем _ Треньелĕнчи М. Зайцев, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьев, Шăхачри И. Васильев _ тăчĕç. 400 метра ăнăçлă чупса тухса кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсем хыççăн хăйсен вăйĕсене вăтам шкулта вĕренекенсем виçрĕç. Çамрăкра _ вăй, тени тĕрĕсех çав. Эстафета çуллахи каникул пĕтнĕ хыççăнах иртрĕ пулин те яш-кĕрĕм вăйне хавшатманни курăнчĕ: пĕринчен-тепри хытăрах чупрĕç. Тус-тантăшĕ пĕр-пĕрне хавхалантарсах тăчĕ. Финиша чи малтан Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем кĕчĕç. Сăмах май, пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Вĕсем хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем çитрĕç. Пьедесталăн виççĕмĕш картлаçĕ çине Туçасем тăма тивĕçрĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче ăс пухакансем те аван ăмăртрĕç. Кунта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Ача садне çỹрекенсем старта тăрсан пысăккисем вĕсем мĕнле чупнине куç илмесĕр сăнарĕç. Пĕчĕкскерсем, пĕтĕм вăйран мала тухассишĕн тăрăшрĕç. Воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ вĕсене хавхалантарса юнашарах пычĕç. Эстафетăра Патăрьелĕнчи "Юмах", Пăлапуç Пашьелĕнчи тата район центрĕнчи "Василек" ача садне çỹрекенсем район администрацийĕн тата хаçат редакцийĕн парнисене илме тивĕçрĕç. Çакна палăртса хăварма кăмăллă: шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем эстафетăна çуллен ытларах та ытларах хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр 12 ача сачĕ килнĕ пулсан, кăçал _ 16. Çав вăхăтрах шкул командисем ытларахăшĕ старта тăманни пăшăрхантарать.
Кĕçĕн класра вĕренекенсен 200 метрлă дистанцие парăнтарма тиврĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем кăçал та пĕрремĕш çитрĕç.
Районта чăннипех те спорта юратакансем сахал мар. Ăмăрту хĕрнĕçем хĕрсе пынăран çак шухăш тата та ытларах çирĕпленчĕ. Хĕрарăмсен 14 команди старта тăчĕ. Малтанхи виçĕ вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта, социаллă хỹтĕлев центрĕнче тата "Юмах" ача садĕнче ĕçлекенсем йышăнчĕç. Пуçламăш пĕлỹ паракан учрежденисенчен чи вăйлисем Упамсасем пулчĕç.
Шел пулин те, арçынсем икĕ команда çеç тăратнă: Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕ тата Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул. Йыш сахал пулсан та этемлĕхĕн вăйлă пайĕн ăмăртăвне пăхса тăма кăмăллăччĕ. Вут-кăварпа хирĕç кĕрешекенсем ĕçре кăна мар, спортра та маттур иккен. Пĕлỹ çуртĕнче тăрăшакансем те питĕ пултаруллă.
Пирĕн районта 19 ял тăрăхĕ, анчах вĕсенчен виççĕшĕ кăна эстафетăна хутшăнчĕç! Пĕлтĕр _ ултă поселенинчен. Нăрваш Шăхальсем, Шăхачсем, Аслă Чеменсем пĕрин хыççăн тепри финиша чыслăн кĕчĕç.
Организаци-предприятинче ĕçлекенсем хушшинче те ăмăртакансем сайралансах пыраççĕ. Кăçал районти шалти ĕçсен пайĕнче, район администрацийĕнче, райадминистрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче тăрăшакансем çеç ăмăртрĕç. Кунта полицисем пĕрремĕш тухрĕç.
Педагогсенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, агротехникумра, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕрентекенсем вăйли палăрчĕ.
Çăмăл атлетсен эстафетине пĕтĕмлетнĕ май районти тĕп больницăра, банксенче тăрăшакансем хутшăнманнине пĕлтерчĕ А. Краснов. Çитес çул вĕсене те ăмăртура курсан питех те аванччĕ.