Патăрьел спортсменĕсем _ Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче!

ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьел районĕн спортсменĕсем сăртлă-туллă вырăнсенче велосипедпа чупассипе ăнăçу хыççăн ăнăçу тăваççĕ. Çак кунсенче Нăрваш Шăхалĕнчи велоспорт уйрăмĕн филиал спортсменĕсем Андорра хулинче маунтибайк енĕпе йĕркеленĕ пысăк ăмăртура Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче тупăшса начар мар кăтарту тунă: Раççей тава тивĕçлĕ спортсменĕ Ирина Калентьева "Элита" ушкăнра чупса, Ольга Терентьева 23 çулчченхи спортсменсем хушшинче иккĕмĕш, Кристина Ильина 17 _ 18 çулсенчи хĕрсемпе старта тăрса 15 вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спортсменсен пĕрремĕш тренерĕ _ РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Афанасьев.