Тенниса ачасем кăмăллаççĕ

Ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн-че сĕтел çинче теннисла выляса харкам хăйшĕн тата командăпа ăмăртса районта мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Вăл шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн пулчĕ. 17 командăра 60 ытла вĕренекен тупăшрĕ. Вăтам шкулсем хушшинче иккĕмĕш çул умлă хыçлах Первомайскисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Чыса Н. Степанов, А. Козлов, А. Романова хỹтĕлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта Тутар Сăкăтĕнчи М. Хакимов, А. Петров, А. Куликова. Виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕн чи П. Павлов, И. Афанасьев, К. Авинова йышăнчĕç. Кĕçĕн ушкăнрисенчен те мала Первомайскисемех тухрĕç. Ыхра Çырмисем иккĕмĕш, Çĕньялсемпе Нăрваш Шăхальсем виççĕмĕш вырăнсемлĕ пулчĕç.

Харкам хăйшĕн ăмăртса вара каллех арçын ачасенчен Первомайскинчи Н. Степановпа Н. Кузнецов пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи П. Павлов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрачасенчен А. Романова, А. Самаркина (Первомайски), И. Краснова (Ишлĕ) малти вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсем грамотăсем илчĕç. В. Григорьевпа Н. Паймуллин ăмăртусене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе хак парса тăчĕç.