Раççей шайĕнче çĕнтерчĕç

Республикăри спорт министерствин физкультурăпа сывлăха çи- рĕплетекен "Росинка" центрĕнче Раççейре мала тухассишĕн велосипедпа маунтинбайк енĕпе ăмăртса мала тухассишĕн тупăшусем пулчĕç. Кĕрхи стартра ытти ăстасемпе пĕрлех Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Элита хĕрарăмсен чупăвĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи О. Терентьева чемпионка пулчĕ. Унăн малтанхи тренерĕ В. Афанасьев. Çамрăксем хушшинче пăхăр медале Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă С. Осипов (тренерĕ В. Макаров) та тивĕçрĕ. Çакнашкал чыса Л. Селиванов (В. Афанасьев) çĕнсе илме пултарчĕ.

Çак чемпионатрах Нăрваш Шăхалĕнчи И. Калентьева ячĕллĕ филиалти воспитанниксем ăнăçлă ăмăртрĕç. И. Мулендеевăн, О. Кузьминан, В. Соколовпа Д. Павловăн та савăнмалăх пур. Вĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса вăйлисем хыççăн тапаçланчĕçех